ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 02.02.2021

Çĕрпỹ районĕнчи Елаш ялĕнче çỹралса ỹснĕ Регина Кириллова ĕмĕрĕпе стройкăра вăй хунă. Тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, раствор - кирпĕч йăтнă, асфлаьтне те хунă. Шупашкарта кирпĕч çуртсем тума пуçланине лайăх астăвать вăл. «Спецстроймеханизаци» трестра тăрăшса «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Хисеп грамотисемпе тав хучĕсем те чылай унăн. Тỹрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн.