Вӑхӑт ҫитрӗ 28.05.2025

«Вӑхӑт ҫитрӗ» кӑларӑма чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа майӑн 27-мӗшӗнче 135 ҫул ҫитнине халаллатпӑр. Шупашкарти унӑн ячӗллӗ Литература музейӗнче поэтӑн кӗтесӗ хисеплӗ вырӑн йышӑнать. Кӑҫал кунта уйрӑмах К.В.Иванова халалланӑ тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме палӑртнӑ. Вӗсемпе Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина тӗплӗнрех паллаштарӗ. Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче эсир те, хисеплӗ радио итлекенсем, пирӗн калаҫӑва хутшӑнма пултаратӑр.