Çула тухсан 31.05.2021

Иртнине манаканăн пуласлăх çук, теççĕ халăхра. Çакна ăнланакансем йышланса пыни савăнтарать мана. Патăръел районĕнчи Каншел ялĕнче çуралса ỹснĕ Василий Ермошкин тăван ял, йăх-несĕл историне тĕпчеме тытăннă. Çак ĕçре ентешсем пысăк пулăшу парасса шанать вăл.