Çула тухсан 29.10.2018

Эпир паян сирĕнпе республика пуçлăхĕпе пĕрле Вăрнар районне çитсе килĕпĕр. Аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнче 2 пин пуç вырнаçмалăх виçĕ вите хута ячĕç. Çапла майпа унта выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах та ытларах илме палăртаççĕ.