ÇУЛА ТУХСАН 29.06.2020

Эпир паян сирĕнпе çула тухăпăр та малтан Шупашкарти залив çыранĕсемпе утса тухăпăр, унтан Патăръел тăрăхне çитсе килĕпĕр. Республикăн тĕп хулинчи хăйнеевĕр лăпкă тинĕсре ишекен акăшсене асăрханă-ха ĕнтĕ эсир, хисеплĕ радиоитлекенсем. Вĕсене унта кам илсе килсе янине пĕлетĕр-и; Александр Самакин предприниматель. Хăй вăхăтĕнче вăл Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă. Чылай пуçарусем тунă, каярах вара вĕсем законпа çирĕпленнĕ.