Çула тухсан 29.01.2018

Иртнĕ çул вĕçĕнче республикăра Ворлд Скилс юхăмăн черетлĕ чемпионачĕ иртнĕ. Ку вăл рабочи профессийĕсемпе иртекен пĕтĕм тĕнчери конкурс. Пирĕн çĕршыв çак юхăма 2012 çулта хутшăнма пуçланă. Хальхи вăхăтра унта 85 регионти вĕренỹ заведенийĕсенче професси илекенсем хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеççĕ. Тата тĕрлĕ предприяти ертỹçисем хăйсене валли профессионалсене суйлаççĕ.