Çула тухсан 28.05.2018
ПрограммыПаян эпир сирĕнпе çула тухăпăр та Комсомольски районне çитсе килĕпĕр. Турхан ялĕнче ĕçчен те пултаруллă Тимофеевсем пурăнаççĕ. Хăтлă çурта кĕрсен хуçисен ăшă кăмăлне тỹрех сисетĕн. Хушма хуçалăхĕнче мĕн кăна çук пулĕ тата; Чăххи-чĕппи, сурăхĕсем, пушмак пăрувĕсем, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк. Пахчара темтепĕр ỹсет. Килти тутлă та паха çимĕçпе çеç пурăнаççĕ кунти ĕçченсем. Сухан, кишĕр, çĕрулми сутмалăх та ỹстереççĕ. Ялта çавăнтан тупăш илеççĕ вĕт кăштах та пулсан, çавăнпа пурăнаççĕ.