Погода: 9.4° ощущается: 7.1°
USD: 56.97 EUR: 58.87

Çула тухсан 27.12.2021

Кăçалхи çул чăваш телерадиокомпанийĕшĕн паллă çулталăк. Чăваш радио 95 çул тултарчĕ. Çавна май, пирĕн пата ăшă сăмахсем нумай килеççĕ. Шупашкарта пурăнакан Вениамин Иванов пирĕн радиоитлекенсене пултаруллă çынсемпе тăтăшах паллаштарать. Паян вăл Шупашкар урамĕсемпе утать, унпа пĕрле чăваш халăх артисчĕ Людмила Семенова çитес Çĕнĕ çулпа саламлать.