Çула тухсан 25.09.2017

Паян эпир сирĕнпе Элĕк районне çитсе килĕпĕр. Шуркасси Юнтапа ялĕнчи вăтам шкулта тĕлĕнмелле педагог Альта Краснова ĕçлет. Пуçламăш классене пĕлỹ тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тума вĕрентет. «Вĕренекен, вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата учитель вăл пĕр пĕчĕк çемйе, класри кашни ачапа ашшĕ-амăшĕсем учительпе пĕрле вăл хăй пĕр çĕршыв»,-тет вăл. Чăнах та тĕрĕс сăмахсем, Альта Николаевна çĕршыв пуласлăхĕсене вĕрентсе хатĕрлет.