ÇУЛА ТУХСАН 25.05.2020

Эпир паян сирĕнпе Шупашкар районĕнчи Çĕнъял тăрăхне çитсе килĕпĕр. Республикăн тĕп хулинчен инçех мар, илемлĕ вырăн кунта. Çурчĕсем капмар, пысăк пĕвери шывра хĕвел пайăркисем выляççĕ. Ялĕсене çитме афальтлă çул. Çĕнъялта лавккасем, çыхăну уйрăмĕ пур. Культура çурчĕн алăккисем те пурин валли те уçă. Кунти «Çĕнъял» фольклор халăх ушкăнĕн пултарулăхĕ пирки районта кăна мар, республикăра тата ун тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Шăпах коллектив репетицие пуçтарăннă вăхăта çитрĕмĕр эпир. Фольклор ушкăнĕн ертỹçи Земфира Яковлева ирттерет ăна.