Çула тухсан 24.01.2022

Республикăри агропромышленность комплексĕнчи тĕрлĕ производство ертỹçисемпе специалисчĕсен пĕрлешĕвне туса хунăранпа кăçал вунă çул çитрĕ. Ку пĕрлешỹ ялхуçалăхĕнчи опыта малашнехи ăрусене парса пырас тесе тăрăшать, паллах, мухтава тивĕçлисене чысласах тăрать. Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ Социализмла ĕç геройĕ Василий Зайцев пирки Василий Шадриков каласа парать.