Çула тухсан 23.07.2018

Паян эпир сирĕнпе пахчасене çул тытăпăр. Юлашки кунсенче çунă çумăрсем пире савăнтарчĕç. Çырласене пуçтарса çирĕмĕр. Хĕле валли те шăнтрăмăр. Хурлăхан, хăмла çырли пур-ха.
Ир пулакан çĕрулми чечекне тăкрĕ. Шупашкарта пурăнакан Геннадий Васильев агроном вара икĕ эрне каяллах çĕнĕ тухăçпа сăйланать, çĕрулмине кăларса ун вырăнне купăста, дайкон, вăрлăх валли тата тепĕр хут «иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхне лартнă. Тухăç вăрттăнлăхĕсене чылай уçса пачĕ вăл калаçура.