Çула тухсан 23.04.2018

Вăрнар районĕнчи Калининăри вăтам шкулта вĕренекен кадетсем Мускавран çĕнтерỹпе таврăннă. Тăван Çĕршывăн аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 73 çул çитнине халалланă «Юрăпа строй смотрĕ. Çĕнтерỹçĕсене — Марш» Пĕтĕм Раççейри çиччĕмĕш конкурсра кĕçĕн çултисен ушкăнĕнче вĕсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.