Çула тухсан 23.03.26

Паян эпир сирӗнпе Шупашарти трактор тӑвакансен культура керменне ҫитсе курӑпӑр. Унта аслисемпе ҫамрӑксем, тӗрлӗ яваплӑ ӗҫре тӑрӑшакансем хамӑр пурнӑҫа малалла аталантармалли ҫул-йӗре, «Халӑх программи» мӗнле пурнӑҫланнине тишкерме, чӑрмавсене сирмелли майсене сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ.