Çула тухсан 23.01.2017

Патăръел районĕнчи Турханти шкулта «Ĕççынни çулталăкне» пĕтĕмлетнĕ май педагог ветерансене чысланă. Çак тапхăрта шкултан вĕренсе тухнисем çĕршывĕпе паллă çынсем пулса тăнă, тăван кĕтесе чапа кăларнă. Халĕ Улатăр районĕнче пурăнакан Валентин Давыдов Турхан шкулне 1947 çулта ĕçлеме пынă пулнă. Тĕлпулура ăна 90 çул тултарнă ятпа та саламланă.