Çула тухсан 22.11.2021

Эпĕ паян сире ялти ятлă-сумлă, пурнăçне ачасене парнеленĕ, вĕренекенсене паянхи кунчченех математика вăрттăнлăхĕсене уçма пулăшакан ветеранпа паллаштарас тетĕп. Рита Марковна Семенова Элĕк районĕнчи Мăн Кăканар ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăрнар районĕнчи Ярмушкари шкулта 45 çул ытла тăрăшнă. Тĕрĕссипе илсен, паян та шкул пурнăçĕнчен уйрăлман-ха 80 çул тултарнă ветеран.