Çула тухсан 21.05.2018

Кăçалхи çула волонтерсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Ăна халалласа Вăрнар районĕнчи Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсем пурăнакан вырăна илем кĕртме пуçланă. Вĕсем учительсемпе тата салара пурăнакансемпе пĕрле парк йĕркелеме тытăннă. Иртнĕ кĕркунне тĕрлĕ йывăç-тĕм лартса хăарнă, халĕ вĕсене пăхса-асăрхаса тăраççĕ. Шкул дирекцийĕ Калинино ял тăрăх администрацийĕпе калаçса татăлса парк-скверăн эскизне тăвассипе конкурс йĕркеленĕ.