Çула тухсан 20.11.2017

Паян эпир сирĕнпе аттесемпе аннесем пирки калаçăпăр. Тĕрĕсрех каласан, вĕсен ырă тĕслĕхĕ пире пурнăçра мĕнле пулăшса пыни пирки иртнĕ кăларăмсенче пуçăннă калаçăва малалла тăсăпăр. Ун пирки вара паян РСФСР тата Чăваш АССР ялхуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ленин тата Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ Александр Евтихеевпа калаçатпăр. Вăл вăрçă ачи.