Çула тухсан 20.08.2018
ПрограммыПаянхи кăларăмра эпир Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс сăн-сăпачĕ, халăх чунĕ улшăнса, çуталса пыни пирки калаçатпăр. Унта пурăнакансем тавралăх тирпейлĕхĕшĕн тăрăшнипе пĕрлех, чун тасалăхне те тĕп вырăна хураççĕ. Кунта кăçал çĕнĕ культура çурчĕ хута каймалла, çынсем тата çĕнĕ чиркỹ çуртне хăвăртрах туса пĕтерсе унта служба пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, хăйсем те уншăн май килнĕ таран тăрăшаççĕ.