ÇУЛА ТУХСАН 20.02.2021

Кăçал пирĕн телерадиокомпанин юбилей çулталăкĕ. Чăваш Радио 95 çул тултарать. Ку кăларăмра эпĕ сире радион паянхи историне хывакансемпе, çамрăксемпе паллаштарас тетĕп. Çак иртнĕ тапхăрта телерадиокомпанин ят-сумне çĕклекенсен ĕçне вĕсен малалла тăсмалла, Чăваш радион уçă сассине тата янăравлăрах тумалла, эпир калакан сăмах кашни киле, çемьене, кашни çын чунне кĕрсе вырнаçтăр. Кăларăм хăни - Чăваш радион музыка редакторĕ Елена Порфирьева.