Çула тухсан 20.02.2017

Шăмăршă тăрăхĕнче, республика чиккинче пурăнакансем хăйсене мĕнлерех туяççĕ; Пурнăç шайĕ еплерех-ши, тесе район центрĕпе утса тухрăмăр, ялсене çитсе килтĕмĕр. Пур çĕрте те ĕç вĕрет. Илемлĕ çуртсем куçа илĕртеççĕ.
Район администраци пуçлăхĕнчен Владимир Денисовран ĕç-пуç пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлес терĕмĕр.