Çула тухсан 19.11.2018
ПрограммыПаян эпир сирĕнпе çула тухса халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Раиса Андреевна Михайлова патне çитсе килĕпĕр. Вăрçă çулĕсенче вăл тракторпа ĕçленĕ. Мăшăрĕ вăрçă инваличĕ пулнă. Тĕрлĕ пăтăрмахсене çĕнтерсе Раиса Андреевна патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурăнмалли условйĕсене лайăхлатрĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарти трактор музейне çитсе курчĕ ветеран, хăй вăрçă çулĕсенче ĕçленĕ тракторсен штурвалĕсене тытрĕ.