ÇУЛА ТУХСАН 19.10.2020

Эпир паян сирĕнпе çула тухăпăр та Вăрнар районне çитсе килĕпĕр. Кунта Тăван Çĕршыва хỹтĕлесе пуçне хунисен ятне ĕмĕрлĕх асра хăварас тĕлĕшпе федерацин тĕллевлĕ программи ăнăçлă пурнăçланса пырать. Вăрнар районĕнчи Хапăс салинче пурăннă Владимир Алексеев прапорщик Афганистанра салтак тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă. Унăн вилтăпри çине çак кунсенче палăк лартнă тата юнашар ăна кам тунине пĕлтерсе стелла вырнаçтарнă. Çавăн пекех вĕренỹ çулĕ пуçланнă тĕле хута каяйман Вăрнарти пĕрремĕш шкулта пулса курăпăр.