Çула тухсан 17.09.2018

Пирĕн республикăна Спиридон Тримифунтский çветуйăн сылтăм аллине илсе килеççĕ, вырăсла ăна десница, теççĕ. Грецири Корфа утравĕ çинчен ăна Мускав тата Пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл пилленипе пирĕн çĕршыва илсе çитернĕ.
Ун пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тесе паянхи кăларăма Сĕнтĕрвăрри епископне, Шупашкар епархийĕн викарийне, çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхне преосвященнăй Игнатий владыкăна чĕнтĕмĕр.