Çула тухсан 16.10.2017

Сцена çинчен тата хăшпĕр чухне радиопа е телевиденипе янăракан юрă-кĕвĕ чăннипех чăвашл-ши тата тивĕçлĕ-ши вĕсем халăх çине тухма; Ĕлĕкрех ку тĕлĕшпе цензура пулнине чухлатпăр-ха эпир. Халĕ чару çукран кам мĕнле пĕлет, çавăн пек хăтланать пулĕ. Пире итлекенсене вара ку чăн чăвашла юрă тесе ĕнентересшĕн.
Чăваш республикин халăх артисткине Людмила Семеновăна патăм эпĕ çакă çивĕч ыйтусене.