Çула тухсан 16.04.2018

Ĕçе кăна мар канăва йĕркелессине те пысăк вырăна хураççĕ Вăрнар районĕнчи Хурăнсур Çармăсра. Аслисен, ачасен пултарулăх коллективĕсем районта кăна мар, республикăра та палăраççĕ. «Тарават» эстрада ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарать, фитнес клуб ĕçлет тата ытти те. Тĕплĕнрех «Çула тухсан» кăларăмра хăйсем каласа парĕç.