ÇУЛА ТУХСАН 16.03.2020

Çĕрпỹ районне çитсе килĕпĕр паян сирĕнпе. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пирĕн çĕршывра Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртет. Раççей статистикин республикăри органĕ - Чăвашстат — районсемпе хуласенче çав пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие мĕнле хатĕрленнине вырăна тухса тĕрĕслет. Ятарлă комисси хальхинче Çĕрпỹ районĕнчи лару-тăрупа паллашрĕ.