Çула тухсан 15.10.2018
ПрограммыПаянхи кăларăмра тĕлĕнмелле пултаруллă, хăйĕн ĕçне тĕплĕн те сăпайлăн пурнăçлакан Марина Карягина поэтпа тата драматургпа, журналистпа тата прозаикпа паллашăпăр. Телевиденире вăл йĕркелесе пыракан «Ирхи тĕпел» кăларăма пăхакансем пысăк хак параççĕ. Нумаях пулмасть Марина Федоровна тата тепĕр сумлă çитĕнĕỹ турĕ, халăхсем хушшинчи «Золото лоз» палиндром поэзийĕн конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Ку меслетпе чăвашла та, вырăсла та çырать поэт. Вырăсла çыракансем хушшинче чи пултарулли тесе палăртни вара чăваш хĕрĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.