Çула тухсан 13.02.2017

Тамара Орлова Канаш районĕнчи Маякра çуралса ỹснĕ. Ачаллах амăшĕсĕр тăрса юлнă. Вăрçă ачи пĕтĕм йывăрлăхсене чăтса ирттернĕ, халĕ те ĕçсĕр ларма пултараймасть. Халĕ вăл Шупашкарта пурăнать. Хăйĕн пурнăçне ачасемпе çыхăнтарнă. Эпир унпа аннесен кашни çыннăн пурнăçĕнчи вырăнĕ пирки калаçрăмăр.