Çула тухсан 12.11.2018

Паллă тележурналист, поэт, прозаик, драматург Марина Карягина тата тепĕр сумлă çитĕнỹ турĕ, халăхсем хушшинчи «Золото лоз» палиндром поэзийĕн конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Ку меслетпе чăвашла та, вырăсла та çырать поэт. Вырăсла çыракансем хушшинче чи пултарулли тесе палăртни вара чăваш хĕрĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.