Çула тухсан 11.07.2016
ПрограммыТăвай районĕнчи Тенеялĕнче çуралса ỹснĕ Роза Николаевна Петрова-Ахтимировăн иртнине аса илсе каласа панă майĕн, пит çăмарти тăрăх куççулĕ юха-юха анчĕ, асаилỹсен çăмхине татмасăр, куççулне çăта-çăта сăмаха малалла тăсрĕ вăл. Ăна итленĕ май, ун шăпине çеç мар, пĕтĕм çĕршыври лару-тăрăва ăнланатăн.