Çула тухсан 11.06.2018

Шупашкарти литература музейĕнче йĕркеленĕ курава çитсе килĕпĕр паянхи программăра. Ăна Гордеевсен çемйинчи юбилейсене халалласа йĕркеленĕ. Денис Гордеев халăх писателĕ 80 çул, унăн хĕрĕ Светлана, поэт тата ỹнерçĕ, 50 çул тултарчĕç. Вĕсен пултарулăхне халалланă та «Кашни йĕрке – тăван çĕр халалĕ» курава.