Çула тухсан 10.04.2017

Паян манăн сире çирĕп чунлă, чăтма май çук йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах ăнтăлакан çынпа паллаштарас килет. Сăмах Етĕрне районĕнчи Çухра ялĕнче çуралса ỹснĕ Геннадий Евдокимов пирки пырать. Халĕ вăл Шупашкарта пурăнать.
Çамрăклах йывăр инкек курать вăл. Сусăрланса юлать, тесе те калас килмест. Мĕншĕн тесен, хăрах алăсăр тăрса юлсан та, ури айăпланнă пулин те, малалла пурăнма вăй-хал тупать. Теприсем пек ĕçсе-супса та каймасть, алла усса та лармасть. Ыттисенчен нимĕнпе те кая мар, обществăшăн юрăхлă çын пулнине çирĕплетет.