ÇУЛА ТУХСАН 10.02.2020

Паян эпир сирĕнпе Вăрнар тăрăхне çитсе килĕпĕр. Районти культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш АССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченне Владимир Михайлова асăнса тĕлпулу, Асăну каçĕ иртрĕ. Владимир Антонович чăваш халăхĕн мухтавлă çынни, йăла-йĕркесем, юрă-кĕвĕ упранса юлтăр тесе нумай тăрăшнă. Хăй музыка инструменчĕсем ăсталанă. Ыттисене вĕрентнĕ. Шел, унăн пурнăçĕ вăхăтсăр, ытла та ир татăлнă.