Çула тухсан 10.01.2022

Республикăри агропромышленность комплексĕнчи тĕрлĕ производство ертỹçисемпе специалисчĕсен пĕрлешĕвне туса хунăранпа кĕçех вунă çул çитет. Çавна май, эпĕ паян ăна йĕркелесе яракансенчен пĕрне Василий Шадрикова кăларăма чĕнес терĕм. Паллах, организацин тĕллевĕсемпе малашнехи ĕçĕсем пирки ыйтса пĕлес килчĕ.