ÇУЛА ТУХСАН 09.11.2020

Уйсем пушанчĕç. Çĕрĕçченĕ акса-лартса туса илнĕ çимĕçе пуçтарса кĕртрĕ. Республикăри ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, тухăç кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах. Тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсем кашни гектар пуçне 32 центнер ытла пулнă. Ку вара пĕлтĕрхинчен 32 процент ытларах. Паллах, малта пыракан хуçалăхсенче ку кăтартусем тата пысăкрах. Тĕслĕхрен, Шупашкар районĕнчи «Прогресс» хуçалăх çултан çул тупăшлăха ỹстерсе пырать.