Çула тухсан 08.01.2018

Радио çуртĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, ăшă тĕлпулу иртрĕ. Хамăн передачăсене хутшăнакансене хăнана чĕнтĕм хальхинче. Унччен çулталăкĕпех çула тухса вĕсем патне районсене хуласемпе ялсене çитеттĕмччĕ. Халĕ студире тĕл пултăмăр.