Çула тухсан 07.06.2021

Паян эпир сирĕнпе çĕршыв экономикине, пурнăçа малалла аталантаракансене çитĕнтересси пирки калаçăпăр. Вырăс чĕлхипе литературине шкулта ачасене вĕрентекенсен Раççейри ассоциацин регионсем хушшинчи форумĕ пĕрремĕш хут Шупашкарта иртнĕ. Ассоциацин пирĕн республикăри уйрăмĕн ертỹçи Валентина Табакова влаç органĕсем вырăс тата наци чĕлхисене аталантарма кирлине ăнланнине çирĕплетрĕ.