Çула тухсан 07.05.2018

Хăйĕн телейне сăваплă ĕçре тупнă Валентина Степанова тухтăрпа паллашăпăр паян. Вăл Шупашкарти пиллĕкмĕш ача çуратмалли çуртра тăрăшать. «Эпĕ хамăн профессие нихçан та улăштарма килĕшмен пулăттăм,. Хĕрарăма амăшĕ пулма пулăшасси — манăн шăпа», - тет вăл халĕ. Тухтăр пулма ачаранах ĕмĕтленнĕ. Çак шухăш ăнсăртран çуралман, йывăр самант сиксе тухсан шăпах çавнашкал тĕллев лартнă.