Çула тухсан 06.11.2017

Тата тепĕр çулталăк вĕçленсе пырать. Ялхуçалăх ĕçченĕсем, йăлана кĕнĕ йĕркепе, уй-хирте мĕн акса-лартса туса илнине пуçтарса кĕртсе пỹлмене хунă хыççăн хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче иртнĕ савăнăçлă каçра ĕçре палăрнисене чысларĕç.