ÇУЛА ТУХСАН 06.07.2020

Пирĕн кăларăм хăни паян Элĕк районĕнче çуралса ỹснĕ Евдокия Кузьминична Егорова. Нăйкăшма хăнăхманскер çулĕсене пăхмасăр çулла пахчаран тухма пĕлмест. Ăна час-часах Шупашкарпа Вырăс Сурăм хушшинче çỹрекен автобус çинче курма пулать. Çурăм хыçĕнче самаях пысăк кутамкка, аллисенче хутаçсем.