Çула тухсан 06.02.2017

Вăрнар районĕнчи Калининăра Виктор Волков сад ăсти пурăнать. Ялхуçалăх академийĕнче чылай çул вăй хунă хыççăн тăван яла таврăннă. Пахчара, тара илнĕ çĕрсем çинче тем тĕрлĕ çимĕç, йывăç-тĕм çитĕнтерет.