ÇУЛА ТУХСАН 05.10.2020

Паян эпир сирĕнпе Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Николай Никольский ячĕллĕ преми лауреачĕ Альбина Любимова поэт пурнăçĕпе паллашăпăр. Паллашăпăр, тени тĕрĕсех те мар пулĕ-ха. Пирĕн радиоитлекенсем нумайăшĕ Альбина Юрату поэта лайăх пĕлеççĕ, унăн сăввисене те, ун сăмаххипе кĕвĕленĕ юрăсене те кăмăлласах йышăнаççĕ, юрлаççĕ.