Çула тухсан 05.02.2018

Паянхи кăларăмра эпĕ ял халăхĕн нуши пирки калаçасшăн сирĕнпе. Колхозсемпе совхозсем çук халĕ. Кам мĕнле пĕлет, çавăн пек тупăш тума тăрăшать. Юлашки çулсенче ялхуçалăх продукцине хаклама пуçлани сисĕнетчĕ. Халăх, çавна туйса илсе чунĕпе хăпартланчĕ, темелле. Анчах шаннă кайăк йăвара пулмарĕ. Ялхуçалăх продукцийĕ каллех йỹнелсе кайрĕ.
Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç Ялтăрара пурăнакансем халĕ «усрамаллах-ши малашне ĕне выльăха» тесе те шутлама пуçланă.