Çула тухсан 03.09.2018

Эпир паян сирĕнпе Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялне пирĕн телерадиокомпани ĕçченĕсемпе пĕрле çитсе килĕпĕр.
Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕ Сывлăх сыхлавĕн тата Цифра аталанăвĕпе массăллă коммуникацисен министерствисемпе пĕрле «Сывлăх хумĕ çинче» акци пуçарса ячĕ. Пĕрремĕш тапхăрĕ шăпах Аслă Елчĕкре иртрĕ те.