Çула тухсан 02.10.2017

Паян эпир сирĕнпе çынлăх пирки иртнĕ кăларăмра пуçарнă калаçăва малалла тăсăпăр. Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă, тенĕ ĕлĕкрен. Кашни ача, паллах, ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе ỹсет. Шкула çỹреме пуçласан вара пĕрремĕш учитель пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Çавăн пирки калаçатпăр та эпир Элĕк районĕнчи Шуркасси Юнтапа ялĕнчи вăтам шкулта тăрăшакан педагогпа Альта Красновăпа. Вăл пуçламăш классене пĕлỹ тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тума вĕрентет. Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать.