Çула тухсан 02.07.2018

Эпир паян ир-ирех çула тухса Муркаш тăрăхне çитрĕмĕр. Шетмĕпуçĕнче хăтлă та ăшă çуртра Валентина Никитина ветеран пурăнать. 90 çул тултарнă вăл. Анчах ăна çав çула çитнĕ тесе каламăн. Йăрăс пỹллĕ, çутă сăн-пичĕ Вара унăн уçă кăмăлĕ çинчен калать. Калаçу вĕçĕнче вашават та çирĕп кăмăллă пулнине палăртрăм хам ăсра.