ÇУЛА ТУХСАН 01.02.2021

Паян эпир сирĕнпе малтан Патăръел тăрăхне çитсе килĕпĕр, унтан республикăн тĕп хулин уйрăм кĕтесне çул тытăпăр. Шупашкарти кỹлемĕшре çуллахи вăхăтра шурă акăшсем ишсе çỹренине курнă ĕнтĕ эсир. Вĕсене паллă предприниматель, хăй вăхăтĕнче Шурашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă Александр Самакин илсе килнĕ.