Ҫула тухсан 19.05.2025

Тытса тӑтӑр ӗмӗрех тӑванлӑх пире, тесе юрлаҫҫӗ чӑвашсем. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Ҫирӗклӗре ҫуралса ӳснӗ Зинаидӑпа Мария Евдокимовӑсем ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнланса, чун-чӗрепе туйса пӗр несӗлти тӑвансене пуҫтарса калаҫма шутланӑ. Ку вара иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенче пулнӑ.