Уçă калаçу 04.10.2024

Çулленех «Хыпар» хаçат парнисемшĕн кире пуканĕ йăтассипе турнир иртет. Кăçал ăмăртусем октябрĕн 11-13-мĕшĕсенче Валерий Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕн 7-мĕш спорт шкулĕнче иртеççĕ. Турнир историйĕ, спорт программи тата хатĕрленÿ ĕçĕсем пирки «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕпе – тĕп редакторĕпе Виктория Вышинскаяпа тата турнирăн тĕп судйипе Юрий Карповпа калаçăпăр.